Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗнӗ кӗпер. Шӑхаль ял тӑрӑхӗ тунӑ сӑн Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пысӑк ҫӑлкуҫ патне илсе каякан ҫӗнӗ кӗпер тунӑ. Кун пирки Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пресс-служби пӗлтерет. Шарпаш ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпере тимӗртен тунӑ, унӑн хакӗ 299 990,40 тенке кайса ларнӑ. Ҫав хушӑрах ӑна тума пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курнӑ — ял ҫыннисем кӗпер хакӗн 20 процентне тӳленӗ. Аса илтеретпӗр, унччен эпир Пӑрачкавра йывӑҫ кӗпер туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Унӑн хакӗ ҫур миллиона яхӑн тенке ларнӑччӗ. Паллах, Пӑрачкаври кӗпер Шӑхальтинчен вӑрӑмрах пулса тухнӑ-ха ӗнтӗ. Ҫавах та Шӑхальти кӗпер йӳнӗрех пулнине, ҫирӗп тунӑран ялти халӑха чылайрах вӑхӑт хушши усӑ кӳме пултарнине палӑртмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кураккасси ялӗ. https://zen.yandex.ru/media/id/5bf0457c76ad8300a93e39aa/neizvedannaia-chuvashiia--derevnia-korakkasy-i-dobraia-sobaka-grant-5ebee169d2576a75855f24cc сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Кураккасси ялӗнче йӑлари хытӑ каяша турттарассине епле йӗркеленине прокуратура тӗрӗсленӗ. Асӑннӑ ялта коммуналлӑ каяша пухма 2 контейнер лапамӗ пӑхса хӑварнӑ. Анчах бетон сарса аппаланман, контейнерсем тавра карта та тытман. Яваплисем ӗҫе ҫиелтен пурнӑҫланине прокуратура ырламан — ҫутҫанталӑка сиен кӳрет, ҫынсемшӗн меллӗ мар тесе палӑртнӑ. Санитарипе эпидемиологи саккуне пӑсма юраманни пирки Катькас ял тӑрӑхне асӑрхаттарнӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ. Апла пулин те вырӑнтисем укҫа ҫук тесе вӑхӑтра йӗрке туман. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ. Халӗ вара вырӑнтисен укҫа тупӑннӑ, контейнер лапамне йӗркене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче пурӑнакансем чӗрӗк ӗмӗре яхӑн шыв башнисӗр пурӑннӑ. Унччен туни кивелсе ваннӑ та, кайран, самани саккӑрла ҫаптарма тытӑнсан, ун патне никамӑн та ал ҫитмен. Ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑннӑ. 21-мӗш ӗмӗрте сӗм вӑрманти евӗр пурӑнас килмест халӑхӑн. Вӗсем вырӑнти Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Евгений Орловран пулӑшу ыйтнӑ. Вырӑнти хастар Борис Оньков шухӑшланӑ тӑрӑх, 20 пин тенкӗпех шыв башнине юсама пулӗччӗ, ҫынсем хӑйсемех тӑвӗччӗҫ, анчах техника ҫук. Тӳре-шара вара самай пысӑк сумма кирлӗ тесе шухӑшлать иккен. Вӗсен шучӗпе, киввине юсаймӑн. Тепӗр тесен, ҫавна хаклама экспертиза ирттермен-ха... КПРФӑн РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн ертӳҫин канашҫи Ирина Филатова Евгений Орловпа ҫыхӑннӑ. Вырӑнти пӗчӗк тӳре-шара пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсем пустуйранах пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсем ҫӑл чавнӑ, ялта та ҫӑл пур. Ирина Филатовӑна ку хурав тивӗҫтермен. Шывпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва епле татса панине вӑл тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче «ӑслӑ чарӑну» вырнаҫтарнӑ. «Ӑслӑ чарӑну» хӗвел батарейипе ӗҫлет, ӑна «ӑслӑ панельпе» ҫыхӑнтарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхшӑн яваплӑ усламҫӑсем пулӑшнипе «Умные Сугайкасы» (чӑв. Ӑслӑ Сухайкасси) мобильлӗ приложени хатӗрленӗ, урамра 25 видеокамера вырнаҫтарнӑ, урамра «ӑслӑ» хунарсем вырнаҫтарнӑ, «сывлӑшри патруль» – квадракоптер ӗҫлет, Wi-Fi ҫыхӑнтаракан тӳлевсӗр 10 зона йӗркеленӗ. «Ӑслӑ чарӑнӑва» халӑх пуҫарӑвӗпе лартнӑ. Унта кондиционер, ӑшӑтмалли тытӑм, Wi-Fi, мини-библиотека тата ача-пӑча кӗтесӗ пур. Асӑннӑ объекта хӗвеллӗ электростанципе ҫыхӑнтарнӑран вырӑнти ял тӑрӑхӗшӗн перекетлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Дзен|Чувашия» пабликри Инна Ильина сӑнӳкерчӗкӗсем Ылтӑн алӑллӑ та илеме туйма пӗлекен ҫынсем нимрен илем ӑсталама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсем Красноармейски районӗнчи Малти Карӑкра пурӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ ял ҫывӑхӗнчи хире пӗрисем ҫамрӑк ҫемье, хӗрлӗ парӑс тата ытти тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарнӑ. Ҫамрӑк ҫемье чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ. Вӗсен ачи ҫӑпатапа ларать. Илеме асӑрханисем сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» пабликра вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗксен авторӗ — Инна Ильина. Илемлӗ кӳлепесене кам ӑсталанине пабликра палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан хастар та укҫа-тенкӗллӗ ҫынсем хӑйсен шучӗпе кӗпер тунӑ. Нимелле ӗҫе ялти Ҫӗнӗ урамра пурнӑҫланӑ. Тепӗр тесен, нимелле ӗҫ тӑвас йӑла чӑвашсен ӗлӗк-авалтан пулнӑ-ха. Хӑшӗсем ӑна паян та асра тытаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал Республика кунне те ҫав чӗнӳпе ирттернӗ. Карапаш ялӗнчи Ҫӗнӗ урамра кӗпер тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. «Хамӑр пурӑнакан вырӑншӑн хамӑрӑнах тӑрӑшмалла, пире мӗн нушалантарнине айккинчи ҫын пӗлес ҫук», — шухӑшпа Владислав Самойлов депутат тата вырӑнти хастарсем нимене тухнӑ. Ку ӗҫе арҫынсем икӗ кунта пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Марат Волгин тунӑ видео скринӗ Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнчи Аялти Улмалуй ялӗнче ҫынсем хӑйсемех ҫул сараҫҫӗ. Вӗсем тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе илеймен. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем витре йӑтса вӑрмана чул пуҫтарма кайнӑ. Унпа ҫул сарнӑ. «Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек чул кӑларатпӑр», - тенӗ ял ҫыннисем. Ку ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ, ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫын ӗҫлет. Ялти ҫынсем ӳркенмеҫҫӗ, кам пултарать, ҫавӑ чул сарма тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт сутакансемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ӗнер Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялне кайнӑ. Ял ҫыннисем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт пухакансем асӑннӑ ҫимӗҫе пӗр литрне 19 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Сергей Артамонов ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене урамсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӳресси ытларах пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, ҫырмара плотина тӑвасси, лавкка умӗнчи лапама хитрелетесси, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартса тухнӑ вырӑнсене бетонласси. Ӗне усракансене кӑҫал та укҫан пулӑшас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӳлти Хыркасси ялӗнче Ункӑ юханшывӗ ҫинче ГЭС тунӑ, анчах вӑл темиҫе ҫултан ишӗлнӗ. 80-мӗш ҫулсенче ҫуран каҫмалли кӗпер тунӑ унта. Ҫав кӗпере 2019 ҫулхи кӗркунне юсанӑ, анчах ку нумая пыман – кӑҫал ҫуркунне пӗр енчи кӗпер тӗревӗсем ишӗлсе аннӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК репортаж хатӗрленӗ. Хӑрушӑ пулсан та Ҫӳлти тата Аялти Хыркасси ялӗнчи ҫынсем ҫав кӗперпех усӑ кураҫҫӗ. Капла ҫула кӗскетме пулать: Патӑрьел ялӗнчи лавккана, шкула, пульницӑна, чарӑнӑва ҫывӑхрах. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн кӗпере юсама укҫа ҫук. Тӳре-шара ҫынсене асфальт ҫулпа усӑ курма сӗнет.Халӑх фрончӗ ҫакӑнса тӑракан кӗпер тумалли пирки калать. Ҫакӑ паллӑ: кӗпере юсамаллах, анчах мӗнле укҫапа? Хальлӗхе хуравӗ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски салинче те бассейн пулӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Красноармейски салинче пулнӑ чух шантарнӑ. ВЫрӑнтисем бассейн пирки питӗ ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Вӗсем ӑна ачасем валли тутарасшӑн. «Бассейн проекчӗ хатӗр. Ҫулталӑк вӗҫлениччен экспертиза хатӗрлесе ҫитерсен ҫитес ҫул тума пуҫлӑпӑр», – тенӗ республика ертӳҫи. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, спортпа туслисен йышне 80 процента ҫитермели тӗллеве вӑл республика Правительстви умне лартнӑ. Инфраструктурӑна хатӗрленӗ чухне ҫынсен кӑмӑлне шута илмелле тесе шухӑшлать республика ертӳҫи. Калӑпӑр, пӗрисем футбол выляма юратаҫҫӗ, теприсем — чупма, ивҫҫӗмӗшӗсем — ишме. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |